Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаҫырмисен премьеринче кичем пулмарӗ

"Туса лартатӑп шурӑ ҫурт" илемлӗ фильма Владимир Корсаков ӳкернӗ. Унта Чӑваш драмтеатрӗн артисчӗсем ӳкерӗннӗ тата, паллах, Хулаҫырми халӑхӗ. Мӗншӗн тесен вӑл ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Угасловӑн ачалӑхӗ ҫинчен

Ентешӗсене паллакан куракансен реакцине сӑнама кӑмӑллӑччӗ. Ак вӗсем пӗччен-пӗччен ҫапӑҫма тухнӑ ачасенчен кулаҫҫӗ. Ялта ӳснӗскерӗн, камӑн пулман кун пекки?.. Акӑ пурте кинори ял канашӗн председательне вылякан Сергей Салифанова палласа илчӗҫ. Унӑн ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ стажӗ питӗ пысӑк, кам пек-тӗр пулса вылямалла та мар. Хӑй. Параллель пурнӑҫри пекех. Налог пуҫтаракана вылякан Юрий Мутин эпизочӗсем хыҫҫӑн залри халӑх алӑ ҫупманни кӑна. Яланхи пурнӑҫра ҫке ӑна шкул директорӗ пек пӗлетпӗр. 

Фильмра Угасловӑн тӑванӗн рольне вылянӑ тепӗр директор Надежда Мокшина ҫак кун залраччӗ. Вӑл ялти шкулта кастинг мӗнле иртнине, съемка валли декорацисене ӑҫтан илнине, камерӑна хирӗҫ тӑнӑ чухне артист мар ҫынпа мӗнлерех туйӑмсем хуҫаланнине каласа кӑтартрӗ. 

Шел пулин те фильмӑн режиссерӗ Владимир Корсаков йывӑр чире ҫӗнтереймесӗр пиртен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Ҫавӑнпа кинона вӗҫне ҫитиех хатӗрлесе ҫитереймен. Сасӑпа тата тӗспе ӗҫлемелли пур-ха. Апла пулин те чӑвашла ҫӗнӗ кинона Ҫӗпрелӗнче хапӑлласа йышӑнчӗҫ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев