Ҫакӑн ҫинчен журналистсене Хусанти транспорт полицийӗнче пӗлтернӗ
Хусанти аэропорт полицине пӗр самолетри ӗҫки пӑсӑлнӑ арҫын пирки хыпар килнӗ. Вырӑна ҫитсен йӗрке хуралҫисем пассажирсенчен пӗри – Питӗрте пурӑнакан 30 ҫулти арҫын – вӑйлӑ ӳсӗр пулнине тата аллисемпе сулкаланине курнӑ.
Подицейскисем арҫынна тытса чарнӑ та ӑна дежурнӑй чаҫе илсе ҫитернӗ. Медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларнӑ хыҫҫӑн ун ҫине – обществоллӑ вырӑнта ӳсӗрле ҫӳренӗшӗн административлӑ протокол ҫырнӑ. Арҫынна кӗтекен чи пысӑк наказани – 15 талӑка арест.
Сӑнӳкерчӗк Э.Рязановӑн "Ирония судьбы или с лёгким паром!" фильмӗнчен
Нет комментариев