Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан, Краснодар, Чулхула малта

Наци проекчӗсене пурнӑҫланӑ чухне конкурс процедурисене ирттерни 2019 ҫулта Тутарстана 234 млн тенкӗ перекетлеме май панӑ.

Нацпроектсене пурнӑҫласси пирки хыпарсенче асӑнассипе Раҫҫей регионӗсен хушшинче Тутарстан медиарейтинг лидерӗ пулса тӑнӑ. Рейтинга "Медиалогия" компани хатӗрленӗ. Унти тепӗр икӗ лидер шутне Краснодар крайӗ тата Чулхула облаҫӗ кӗнӗ.

2020 ҫулта Тутарстанра "Хӑрушлӑхсӑр тата паха автоҫулсем" наци проектне пурнӑҫа кӗртсе 44 ҫул участокне юсама палӑртаҫҫӗ. Ҫак наци проектне пурнӑҫлама 4,5 млрд тенкӗ уйӑрнӑ.
Анат Камӑри икӗ ҫӗнӗ микрорайонра "Демографи" наци проектне пурнӑҫа кӗртсе 260 вырӑнлӑ икӗ ача сачӗ тума тытӑннӑ.
Хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, наци проекчӗсене пурнӑҫланӑ чухне конкурс процедурисене ирттерни 2019 ҫулта 234 млн тенкӗ перекетлеме май панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев