Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан марафонне вăтăр çӗршыв хутшăнчӗ

Ача-пăчасен тата «ползункисен» чупăвне пурӗ 3,5 пин ача хутшăнчӗ. Виçӗ километра 9 пин спортсмен парăнтарчӗ.

(Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗсем) 

Май уйăхӗн пуçламăшӗнчи уяв кунӗсенче пӗрисем канаççӗ пулсан, теприсем ăна активлă ирттереççӗ – чупса. Яланхи пекех кăçал та майăн 4-5-мӗшӗсенче Хусан марафонӗ иртрӗ. Унта 30 çӗршывран пурӗ 25 пин çын хутшăнчӗ. Политиксем, культура ӗçченӗсем, общественниксем, паллах, спортсменсем. Патшалăх служащийӗсен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председательне Фарид Мухаметшина, ТР спорт министрне Владимир Леонова, ТР Çăмăл атлетика федерацийӗн президентне Хафиз Салихова, Хусан марафонӗн директорне Вадим Янгирова, паллă спортсменсене Степан Киселева, Искандер Ялгарова, Татьяна Арясовăна, Сардан Трофимова курма пулчӗ çак марафонра.  

Ача-пăчасен тата «ползункисен» чупăвне пурӗ 3,5 пин ача хутшăнчӗ. Виçӗ километра 9 пин спортсмен парăнтарчӗ.

Нумайăшӗ çак марафона ыркăмăллăх ӗçне тӳпе хывассишӗн хутшăнать. Икӗ кунра пуçтарнă укçа 2,5 миллион тенкӗпе танлашнă. Ăна «Дом Роналда Макдоналда» ыркăмăллăх фондне пачӗç. Пуçтарнă укçа ДРКБăра нумай вăхăт сипленекен ачасен ашшӗ-амăшӗсем валли тӳлевсӗр хăна çурчӗ тăвасси çине каять.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев