Хусан пилӗк кунлăха этномода центрӗ пулса тăрӗ
Августăн 2-мӗшӗнчен Хусан пилӗк кунлăха этномода центрӗ пулса тăрӗ. «Стиль жизни – культурный код» этно-Fashion фестиваль кăçал иккӗмӗш хут иртет. Унта халăх творчествипе декоративлă прикладной искусство ӗçченӗсем сăмах илӗç. Виçӗ пысăк сулăмпа ӗçлӗ фестиваль: халăхсен тумне тӗпчессипе çыхăннă наука конференцийӗ,
Кабан кӳллин çыранӗнче, Г.Камал ячӗллӗ театр çывăхӗнче иртекен этномаркета çӗршыври ал ӗç ăстисем пуçтарăнӗç, кунтах тӳлевсӗр мастер-классем ӗçлӗç. Кремль территорийӗнче Тупă картишӗнче (Пушечный двор) этнодизайнерсем хăйсен коллекцийӗсене августăн 2-5-мӗшӗсенче 19 сехетрен пуçласа 21 сехетчен кăтартӗç. Йӗркелӳçӗсем çакна питӗ тӗрӗс шутласа тунă. Кăнтăрла халӗ тутар наци костюмӗсем кăтартакан çӗрте, Кремль территорийӗнчех пулать. Сывă мар ачасене те хутшăнтараççӗ тумсем кăтартнă çӗре. Августăн 3-мӗшӗнче Тупă картишӗнче курма пулӗ ку дефилене.
«Стиль жизни – культурный код» фестивале Чăваш Енри йăхташăмăрсем те хутшăнаççӗ: «Паха тӗрӗ» тулли мар яваплăхлă обществăн ӗçӗсене этномаркетра туянма пулӗ, Наталья Посынкина этнодизайнер коллекцийӗпе Тупă картишӗнче августăн 3-мӗшӗнче паллашăпăр.
Татьяна ТАРАСОВА.
Сăнӳкерчӗк Этно-fasion фестивалӗн сайтӗнчен
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев