Хусанта ачасем валли çӗнӗ парк пулать
Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов паян Çӗнтерӳ паркӗн территорийӗнче ӗçлӗ канашлу ирттернӗ. Ача-пăча паркӗ тума сӗннӗ лаптăк 13 гектар çӗртен тăрать. Çакă «Кырлай» паркăн лаптăкӗнчен икӗ хут пысăкрах.
Территорин ытларах пайӗ çемье канăвӗ валли уйрăлса парăнӗ, унта шыв хӗрринче уçăлса çӳремелли вырăнсем пулӗç.
Унсăр пуçне, «Казан» çемье центрӗн (Чаша) территорине пăхса çаврăннă вăхăтра Президент çак вырăна кунти çынсемпе хула хăнисем валли меллӗрех тума тирпейлесе хатӗрлеме хушусем панă. Чаша йӗри тавра газона çӗнетӗç, сакăсем лартӗç, хула уявӗсем ирттерме сцена вырнаçтарӗç, çырана тикӗслӗç. Чашăран Хусан Кремлӗ патне çити çуран çӳремелли тӳрӗ çул пултăр тесе Ленин дамбине çӗклесе тикӗслӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев