Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта çемье кăмпапа наркăмăшланнă

Августăн 10-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 10-мӗшӗччен Тутарстанра 22 çын кăмпапа наркăмăшланма ӗлкӗрнӗ.

Тутарстанра 2017 çулта 9 уйăхра кăмпапа наркăмăшланнă 32 тӗслӗхе шута илнӗ, пурӗ 33 çын (вӗсенчен 10 ача) шар курнă пулсан, кăçал сентябрӗн 10-мӗшӗ тӗлне 28 тӗслӗх палăрнине унта пӗтӗмпе 32 (вӗсенчен 3-шӗ ача) çын кăмпапа наркăмăшланнине пӗлтерет РФ Роспотребнадзорӗн Тутарстанри управленийӗ.

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кăтартусем пӗрешкел, пӗр уйрăмлăха шута илмесен. 2017 çулта наркăмăшланакансене 9 уйăх тăршшӗпех шута илнӗ, кăçал вара июнь-июль уйăхӗсенче пӗр тӗслӗх те пулман. Сăлтавӗ – çу кунӗсем типӗ тăнипе кăмпа ӳсменни. Августăн 10-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 10-мӗшӗччен вара 22 çын наркăмăшланма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенчен 5-шӗ пӗр çемьерен. Хусанта пурăнакан çак çемье вăрманта пухнă кăмпапа наркăмăшланнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество