Хусанта чӑвашла экскурсисем иртеҫҫӗ
Туристсен ушкӑнӗнче нумайрах чӑвашсем пулнине пӗлсен Майя экскурсине чӑвашла ертсе пыма тытӑнчӗ
"Сувар" хаҫат редакцине пысӑк тав сӑмахӗсем каласшӑн Хусанта интереслӗ экскурси йӗркелеме май тупса панӑшӑн. Маттур чӑваш пики Майя Игнатьева ҫав хатер кӑмӑлла кайрӗ Пушкӑртран килнӗ туристсене. Виҫӗ сехете тӑсӑлнӑ анлӑ экскурсире эпир Тутарстан Республикит тӗп хулин историйӗпе паллашрӑмӑр, унӑн тӗрлӗ илемлӗ кӗтесӗсенче те пулса куртӑмӑр.
Туристсен ушкӑнӗнче нумайрах чӑвашсем пулнине пӗлсен пире Майя экскурсине хӑш-чух чӑвашла ертсе пыни те тӗлӗнтерчӗ.
Малалла вара эпир шурӑ Шупашкар хулине ҫул тытрӑмӑр. Ҫакӑн евӗр Ҫулҫуреве эпир виҫҫӗмӗш ҫул йӗркелетпӗр. Малашнехи плансем те пысӑк. Тепӗр Ҫулҫурев Чӑваш Республикин кунне халалланӑ уява паллӑ тунӑ вӑхӑта пулӗ. Утӑ уйӑхӗнче Крым тата Питер хулипе чӑвашсене паллаштарасси пулӗ. Пысӑк тав сӑмахӗсем калатпӑр сире Хусан чӑвашӗсем пире чаплӑ йышӑннӑшӑн! Малашне те пӗрле пулар!
Салампа ЧНК-н Пушкӑртстанри полномочиллӗ элчи, Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Фёдор Кузьмин
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев