Хусанта "Ҫӗнтерӳ вальсне" ташлаҫҫӗ тата Освенцим хӑтаруҫи ячӗллӗ мемориал хӑмине уҫаҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта "Ҫӗнтерӳ вальсне" ташлаҫҫӗ тата Освенцим хӑтаруҫи ячӗллӗ мемориал хӑмине уҫаҫҫӗ

"Ҫитес Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Хусанта тӗрле мероприятисем иртеҫҫӗ", - пӗлтереҫҫӗ мэрия пресс-службинче

"Ҫитес Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Хусанта тӗрле мероприятисем иртеҫҫӗ", - пӗлтереҫҫӗ мэрия пресс-службинче. Ыран, майӑн 5-мӗшӗнче, 13:00 сехетре Хусанти кремльте "Ҫӗнтерӳ вальсӗ" акци иртет. Акцие 500 ытла ҫын хутшӑнать.

Майӑн 7-мӗшӗнче ирхине 9 сехетре Аушвиц концлагерӗн хӑтаруҫи, Федор Красавин генерал, ячӗллӗ мемориал хӑмине уҫаҫҫӗ. 
Мемориалне Адамюк урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра уҫӗҫ (унта генерал 1947-1948 ҫулсенче пурӑннӑ).

Майӑн 8-мӗшӗнче 8:30 сехетре хула урамӗсем тӑрӑх ЗИС-5 автомобиль, БА-20 бронеавтомобиль, ГАЗ-67 пӑшал макечӗпе автомобиль, трейлер ҫинче Т-34, ИС-3 танксем, «Катюша», ЗИС пӑшал макечӗпе автомобиль кайӗҫ.


Нет комментариев