Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта пӗтӗм Раҫҫейри "Георгиевская ленточка" акци пуҫланчӗ

Халӗ волонтерсем лентӑсене Г.Камал ячӗллӗ театр патӗнче параҫҫӗ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнипе "Патриот" республика центрӗ апрелӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 9-мӗшӗччен пӗтӗм Раҫҫейри "Георгиевская ленточка" акцие ирттерме палӑртнӑ.

Акци вӑхӑтӗнчеТутарстанра вӗренекен ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсенчи волонтерсем Тутарстансене 250 пин ытла лента парнелӗҫ. Лентӑсене республикӑн тӗп вырӑнӗсенче, торговый центрсем ҫумӗнче тата вӗренӳ организацийӗсенче парса тӑрӗҫ.
Акци паян, апрелӗн 27-мӗшӗнче, пуҫланчӗ. 
"Паян эпир пӗтӗм Раҫҫейпе пӗрле "Георгиевская ленточка" акцие пуҫларӑмӑр. Вӑл тахҫанах Ҫӗнтерӳ Кунне кӑтартакан символ пек шутланать. Майӑн 9-мӗшӗ ҫывхарнӑ вӑхӑтра кашни ҫын ҫак акцие лентӑна кӑкӑр ҫумне кӑкарса пулӑшма пултарать", — каласа пачӗ ТР ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ - Алла Кондратьева.
Халӗ волонтерсем лентӑсене Г.Камал ячӗллӗ театр патӗнче параҫҫӗ.
Автор сӑнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев