Хусанта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи вӑрттӑнлӑх грифне илнӗ архив докуменчӗсен куравӗ уҫӑлнӑ
«Без срока давности» ятлӑ вӑл курав, ӑна «ТИСБИ» управлени университетӗнче йӗркеленӗ
Документсене нумай пулмасть кӑна пичетлесе кӑларнӑ, халӗ вӗсемпе ҫынсем те паллашаяҫҫӗ.
"Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансенченех ку шухӑша илтме пулать: имӗш вӑрҫӑра Раҫҫей ҫӗнтермен, американецсем ҫӗнтернӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историне пачах урӑхла кӑтартаҫҫӗ", – тесе пӗлтернӗ хӑй шухӑшне ТР ӗҫ министрӗн ҫумӗ Юлия Абдреева.
Экспозицине хатӗрлекенсем союзниксем ҫӗнтерӳ валли мӗн чухлӗ вӑй хунине танлаштарни ҫинче никӗслемен ӑна. Вӗсем халӑх трагедине тата фашистсен ирсӗрлӗхне кӑтартнӑ.
"Ҫак проект вӑл вӑхӑтра пулса иртнӗ хӑрушӑ историсене уҫса парать. Патриотсем пулнӑ май, эпир вӑл вӑхӑтра мӗн пулса иртнине пӗлмелле", – "тесе палӑртнӑ Абдреева.
Ун шухӑшӗпе, пӗр вӑхӑтра Раҫҫейӗн 66 регионӗнче уҫӑлнӑ курава пур ӳсӗмри ҫамрӑк та курмалла. Хальхи вӑхӑтра информацие илме ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, Интернетра ятарлӑ ресурс хатӗрлеҫҫӗ. Куравра илнӗ информаци ҫамрӑксен представителӗсен шухӑшӗсене улӑштарчӗ тесе шутлаҫҫӗ чиновниксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев