Хусанта «Юлашки шăнкăрав» пулмасть
Шкул пӗтерекенсен «Юлашки шăнкăравӗ» кăçал Хусанта пулмасть. Шкулсенче майăн 23 тата 25-мӗшӗсенче линейкăсем кăна иртеççӗ.
Çапла йышăннă паян ӗçлӗ тунтикунра Хусан мэрийӗ. Кун çинчен хула администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗн ертӳçи Ильнар Хидиятов пӗлтернӗ.
«Юлашки шăнкăрав» пӗтӗм хула уявӗ вырăнне, экзаменсем вӗçленнӗ хыççăн, июнӗн 26-мӗшӗнче, Шкул пӗтерекенсен каçӗ пулать. Хусан мэрӗ Ильсур Метшин улшăнăва шкул пӗтерекенсен сӗнӗвӗсене шута илнипе сăлтавлать. Çапла вара çамрăксем экзаменсем умӗн мар, хыççăн пӗрле савăнма кăмăл тунă. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев