Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти смозанятыйсем Хула Кунӗн ярмаркине тӳлевсӗр хутшăнма пултараççӗ

Августăн 30-мӗшӗнче Хула Кунӗнчи ярмарка «Я и есть Татарстан» ярмаркăра тата Kazan bazar конкурсра тӳлевсӗрех хутшăнма пултараççӗ. Çакăн валли МСП.РФ сайтра заявка хăвармалла.

«Я и есть Татарстан» ярмарка Хусан Кремлӗн çумӗнче иртет. Унта парнесемлӗ конкурссем иртӗç, пултарулăх ушкăнӗсем юрласа ташлӗç. Мероприяти вăхăтӗнче чи сарлака суту-илӳ вырăнӗ пирки Раççей рекордне палăртма хатӗрленеççӗ. Çав кунах ТР Наука академийӗ умӗнче Бауман урамӗнче хăйсене хăйсем ӗçпе тивӗçтерекенсен Kazan bazar форумӗ иртӗ. Унăн программинче – таварсемпе паллаштарса сутасси, мастер-классем, стратеги маркетингӗпе лекцисем тата концерт. Мероприятисенче хутшăнма самозанятысен МСП.РФ порталта заявка çырса ямалла. Услугăсен хушшинче «Финансирование участия в выставочно-ярмарочных мероприятиях на территории РФ» тенине суйласа илмелле, ун хыççăн кăсăклантаракан мероприятие.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев