Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Киберпреступниксен аллине республикăра 131 ача лекнӗ

Интернет урлă улталанă тӗслӗхсем те, тăкак та пӗчӗк мар. 2025 çул пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, тутарстансем кăна 6 миллиард тенке яхăн укçа çухатнă. Киберпреступниксем аслисене кăна мар, çул çитменнисене те улталаççӗ.

Пӗлтӗр вӗсен аллине республикăра 131 ача лекнӗ. Шкул ачисене ытларах социаллă сетьсем урлă хăратса ашшӗ-амăшӗн мобильлӗ банкне кӗрттернӗ, закона хирӗçле ӗçсем те тутарнă.

Тӗслӗхрен, 2025 çул вӗçӗнче Алина Хайруллинан çемйинче çакăн пек инкек пулнă: 16-ри ывăлӗ тасатма тесе амăшӗн телефонне илнӗ. Ултавçăсен аллине лекнӗскер, аслисем сиссе ӗлкӗриччен 500 пин тенке яхăн çемье укçине куçарма ӗлкӗрнӗ. Тепӗр çемьере 9-ти шкул ачине хăратса ашшӗ-амăшӗн 260 пин тенкине куçарттарнă.

 Çакăн пек улталанă хыççăн та интернет-шулӗксем ачасене психологи енчен пусарма чарăнмаççӗ, мӗн пулнине, кампа калаçнине аслисене каласа парсан хăйсене е çывăх çыннисене вӗлерессипе хăратаççӗ. Ача вара чăнах та çывăх çыннисене вӗлересрен сыхлатăп тесе ӗненет.

Мӗн тумалла-ха кун пек чух? Ачасене хуть кам ятӗнчен шăнкăравласан та телефона пăрахма вӗрентмелле. Официаллă структурăсем кун пек ыйтусемпе нихăçан та шăнкăравламаннине (мессенджерсемпе социаллă сетьсем урлă пушшех те) ăнлантармалла. Çак тӗллевпе ТР ШӖМӗн киберпреступленисене хирӗç кӗрешекен управленийӗн сотрудникӗсем Центробанк ертӳлӗхӗпе пӗрле çул çитменнисен хушшинче социаллă сетьсенчи улавçăсене хирӗç профилактикăна вăйлатасшăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #происшествия