Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Килте иртнĕ чӑваш культурин кунӗ

Наци культурисемпе йӑлисен çулталӑкӗ шайӗнче Лениногорск районӗнче интереслĕ мероприяти иртнĕ.

Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗçтерекен «Исток–Башлангыч» комплекслӑ центрӗн ӗçченӗсем «Шурӑ хурӑн» ансамбльпе тата «кӗмӗл» (аслă çулти) волонтерсемпе пĕрле социаллӑ пулӑшу илекен çын килӗнче чӑваш культурин кунне ирттернине пĕлтерет Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин пресс-служби.

Хӑнасемпе кил хуçи хӗрарӑмӗ купӑс каласа чӑваш халӑх юррисене юрланӑ, хаваслӑ та сатуррӑн ташланӑ, чӑвашла сӑвӑсем чуна витермелле вуланă. Мероприятие хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине те аса илнӗ.

Тĕлпулу йӑлана кӗнӗ чӑваш апат-çимӗçӗпе чей ӗçнипе вӗçленнӗ.

Сăнӳкерчӗк mtsz.tatarstan.ru сайтран.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане