Кишӗр акма ӗлкӗртӗр-и?
Юр айне акса хăваракан кишӗр çуркунне акнинчен пысăкрах, сӗтеклӗрех пулать, тути те лайăхрах.
Юр айне акса хăваракан кишӗр çуркунне акнинчен пысăкрах, сӗтеклӗрех пулать, тути те лайăхрах.
Хӗле хирӗç кишӗр акакаканене çакна асăрхаттарасшăн. Тымарçимӗç акас çӗр лаптăкӗ тӳрем вырăнта пулмалла, сăрт хысакӗнчен çурхи шывсемпе юхса каяс хăрушлăх пур. Çавăн пекех лаптăк çилсенчен хӳтӗре пулни аван тухăç илме пулăшать.
1-1,5 уйăх маларах йăрана 15-20 сантиметра хăпартмалла, хӗллехи вăхăтра та вăрлăха ăшă парса тăтăр. Кишӗр акас умӗн çӗрнӗ тислӗк сармалла (1тв. м./2-4 кг), 1 апат кашăкӗ суперфосфат тата ½ апат кашăкӗ кали тăварӗ хушмалла.
Паллах, кишӗр мӗнле хӗл каçасси, çитӗнесси сортран та нумай килет. Пахчаçăсем Нантская 4 , Нантская улучшенная, Лосиноостровская, Московская зимняя А 515, НИИОХ 336, Витаминная 6, Самсон, Шантенэ, Нектар F1 сортсене ырлаççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ»ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев