Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Пăрăнтăкра Иван Яковлевăн асăну хăмине уçрӗç

Апрелӗн 25-мӗшӗнче Кивӗ Пăрăнтăк ялӗнче И.Я.Яковлевăн асăну хăмине уçрӗç. Каласа хăвармалла: Иван Яковлевăн ачалăхӗ кунта иртнӗ, ăс-тăн çак ялта пухнă вăл. Пăва районӗнчи ЧНКЦ пайташӗсем 20 çул каяллах шутланă асăну хăми пирки, кăçал ЧНКЦ ертӳçи çак ӗçе вӗçне çитерчӗ.

Пăва районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Владимир Ильин тăрăшнипе ака уйăхӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртрӗç. Апрелӗн 10-мӗшӗнче Кипеккасси ялӗнчи Культура çуртӗнче çамрăк хӗрсен хушшинче «Чăваш пики» конкурс пулчӗ. Ăна йӗркелесе ирттерме уйăх пуçлансанах пуçăнчӗç Валентинăпа Владимир Ильинсем. Апрелӗн 16-мӗшӗнче Элшел ялӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрă конкурсӗ иртрӗ. 20-мӗшӗнче Пăва хулинче Туслăх Çурчӗ уçăлчӗ. Унта Чăваш наципе культура центрӗ валли пӳлӗм уйăрса пачӗç. Пăвари Туслăх Çуртне Тутарстан Халăхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин уçрӗ. Хăнана чăваш парнисӗр ăсатаймарӗ Владимир Ильин – тӗрӗллӗ чăваш кӗпи, йывăçран касса илемлетсе тунă сăра курки парнелерӗ.

Апрелӗн 22-мӗшӗнче Пăва хулинчи музейре И.Я.Яковлева – ентешӗмӗре халалланă экспозици уçăлчӗ. 25-мӗшӗнче Кивӗ Пăрăнтăк ялӗнче И.Я.Яковлевăн асăну хăмине уçрӗç. Каласа хăвармалла: Иван Яковлевăн ачалăхӗ кунта иртнӗ, ăс-тăн çак ялта пухнă вăл. Пăва районӗнчи ЧНКЦ пайташӗсем 20 çул каяллах шутланă асăну хăми пирки, кăçал ЧНКЦ ертӳçи çак ӗçе вӗçне çитерчӗ. Владимир Ильин хăй те апрелӗн 23-мӗшӗнче 55 çул тултарчӗ. ЧНКЦ хӗрӳ ӗçӗсене пула менелникне те паллă тума вăхăт тупаймарӗ, кăшт каярах пулсан та Владимир Анатольевича сывлăх, вăрăм ӗмӗр, ӗçре çитӗнӳсем тума, çемьере телей сунатăп. Укçи-тенки яланах кăçалхи пекех нумай пултăр.
Асăну хăмине Кивӗ Пăрăнтăкри Культура çурчӗ çумне çакрӗç. Уява килнӗ хăнасене алăк умӗнчех çăкăр-тăварпа, юрăсем шăрантарса кӗтсе илчӗç. Халăх та нумай килнӗччӗ уява паллă тума. Уява Пӳркелпе Пăрăнтăкра пӗр вăхăтрах библиотекарь пулса ӗçлекен Елена Хлынова йӗркелесе ертсе пычӗ.
Культура çурчӗн ертӳçи Ирина Кириллова, купăсçă-юрăçă Владимир Николаев, Пӳркел шкулӗнче вӗренекен Пăрăнтăк ачисем халăха илемлӗ концертпа савăнтарчӗç.

Анна НИКОНОРОВА,
Пăва районӗнчи ЧНКЦ
секретарӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Иван Яковлев просветитель буинские чуваши