Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИВӖ ӲСЕЛ 325 ÇУЛ ТУЛТАРЧӖ

Яла пуçарса яракан Ӳсел ял халăхне икӗ çулта пӗрре çурхи ӗçсем вӗçленсен Акатуй ирттерме хушса хăварнă.

 

Кивӗ Ӳсел питӗ илемлӗ вырăнта, Аслă Сӗнче шывӗ хӗрринче вырнаçнă. Архив докуменчӗсем тăрăх, вăл 1698 çул пуçланса кайнă. Ăна пуçарса яраканӗ Алат тăрăхӗнчен (Алатская даруга) куçса килнӗ Ӳсел Катир (Кадречка Узеев) ывăлӗ Катир Ӳселӗ (Узейко Кадряков) чăваш пулнă. Вăл вăхăтри Алат хули вырнаçнă вырăн паян Атня районне кӗрет. Унта вырăс, тутар, чăваш, мари, крешӗн халăхӗсем пурăннă. Узейко Кадрякова хисеплесе яла Ӳсел ят панă. 

Яла пуçарса яракан Ӳсел ял халăхне икӗ çулта пӗрре çурхи ӗçсем вӗçленсен Акатуй ирттерме хушса хăварнă. Ăна мӗнле ирттерни çинчен пирӗн ентеш, Чăваш халăх сăвăçи Н.И.Полоруссов-Шелепи хăйӗн «Кивӗ Ӳсел Акатуйӗ» сăввинче питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă. 

Колхоз йӗркеленсен ку праçнике кашни çулах ирттерме пуçланă. Акатуй умӗн ялти сумлă ватăсем килӗрен çӳресе япаласем пухнă. Ку япаласенчен тӗрлӗ ăмăртура çӗнтерекенсем валли парнесем хатӗрленӗ. Кашни Акатуй лашасемпе ăмăртса чупнинчен тытăннă. Çав вăхăтра, юланутсем киличчен, вăрман хӗрринче çуран чупакансем ăмăртнă. Ку пысăк пӗлтерӗшлӗ уява кӗрешӳ те илем кӳнӗ. Кивӗ Ӳсел Акатуйне таврари ялсенчен те хăнасем ятарласа килнӗ. Ăмăртусем хыççăн халăх вăрмана куçнă. Кунта лавккасем ӗçленӗ, тӗрлӗрен вăйăсем, ăмăртусем  иртнӗ. Ӗç халăхне канма кунта питӗ меллӗ пулнă. 

Юлашки çулсенче пушартан сыхланас тӗллевпе Акатуй халăхне вăрмана кӗме чарнă, çавăнпа ку праçнике ялти Культура çурчӗ патӗнче ирттереççӗ. Вăхăт иртнӗ май унăн ячӗ те улшăнчӗ – ăна Ял кунӗ теççӗ халь.

Кăçал Кивӗ Ӳсел йӗркеленнӗренпе 325 çул çитрӗ. Ял уявне июнӗн 3-мӗшӗнче ирттертӗмӗр. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Н.В.Айдова ертсе пынипе Культура çуртӗнче ӗçлекенсем сценари хатӗрлерӗç, праçник ирттермелли вырăна илемлетрӗç. Пенси çулӗнчи арçынсем япалапа укçа пухрӗç. Ирхине ял халăхӗ çăва çине хăпарса пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайнă çывăх тăванӗсене асăнчӗ. Палăртнă уяв 13 сехетре пуçланчӗ. Ăна Надежда Владимировна Айдова уçрӗ.

Авалтан пыракан йăла тăрăх, малтан ял çумӗнчи ипподромра лашасен ăмăртăвӗ пулчӗ. Ку мероприяти ăратлă лашасем усракан Николай Михайлович Охотников ертсе пынипе пурнăçланчӗ. Финиша малтан Владимир Трофимов Дана Краун ятлă лашапа çитрӗ. Анна Екомасова Ветреный урхамахӗпе 2-мӗш вырăн йышăнчӗ. Сергей Охотников Карина ятлă кӗсрепе 3-мӗш пулчӗ. 

Малалла уяв Культура çурчӗ умӗнчи лаптăкра тăсăлчӗ. Культура ӗçченӗсем Е.М.Айдова, А.Н.Мудрова, Т.В.Артамонова, Н.Ю.Ваструкова юрăсемпе савăнтарчӗç, тӗрлӗ вăйăсем, ташă конкурсӗсем йӗркелесе ирттерчӗç. Шкул ачисем те айккинче юлмарӗç.

О.Ф.Питимиров армрестлингпа, кире пуканӗ йăтассипе ăмăртусем ирттерчӗ. Шкулăн спорт площадкинче футболла вылярӗç. Çӗнтерӳçӗсене призсем парса хавхалантарчӗç. 

Кăçал 70, 75 çул тултарнă юбилярсене – Н.С.Михайловăна, Н.Ф.Андреевăна, Ф.Г.Куропаткина, Ф.Д.Васильева, Л.И.Охотниковăна, нумай çул пӗрле пурăнакан Владимир Леонтьевичпа Лидия Ивановна Охотниковсене, нумай ачаллă Олег Олегович Нестеров çемйине саламларӗç, асăнмалăх парнесем пачӗç.

Уяв халăхӗ валли лавккасем, буфетсем ӗçлерӗç. Буфетри тутлă чăваш апат-çимӗçне пултаруллă Алевтина Александровна Титова пӗçерсе хатӗрлерӗ. Техӗмлӗ шашлыка пӗçернӗ çӗрте Алёна Фёдоровна Охотниковăна Ананий Мурзин пулăшрӗ. 

Ачасем те тунсăхламарӗç – пылак çимӗçпе хăналанчӗç, батут сетки çинче сикрӗç. Кӗрешекенсен ăмăртăвне Н.М.Охотников ертсе пычӗ. Максим Сулейманкин паттăра тухрӗ. 

Аркадий МИХАЙЛОВ-ЮМАРТ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

4

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: традиции