Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Клас ертӳçисем те укçаллă пулӗç

Хăйӗн Посланийӗнче çӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2020 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен клас ертӳçисене 5 пин тенкӗрен сахал мар хушса тӳлесси пирки пӗлтернӗ.

Путин клас ертӳçисене уйăхсерен хушма укçа тӳлесси пирки каланине Хусанти Общество палатин пайташӗ Ирина Александровская журналистсене хăйӗн шухăшне пӗлтернӗ.

«Регионри хушма тӳлевсем çумне федераллă доплата хушăнни – клас ертӳçишӗн пысăк пулăшу, вăл ăна хальхи, креативлă, яваплăха туякан, ача-пăча коллективӗн чăн-чăн ертӳçи тăвать», – тесе каланă Хусанти вырăссен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ Ирина Александровская.

Хăйӗн Посланийӗнче çӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2020 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен клас ертӳçисене 5 пин тенкӗрен сахал мар хушса тӳлесси пирки пӗлтернӗ.

«Вӗрентӳ системинче клас ертӳçин вырăнне палăртни питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Çак «клас ертӳçи» ăнлавра иккӗмӗш сăмах çине пусăм тăвас килет, «ертӳçӗ». Ку вăл ачасен пысăк коллективӗшӗн педагог пысăк яваплăхлă пулни. Çакă вӗрентӗвӗн кашни тапхăрӗнче пӗлтерӗшлӗ – кӗçӗн классенче, вăтам сыпăкра, аслă классенче – ку тӗрлӗрен подход», – палăртнă Александровская.
Маларах РФ Çутӗç министрӗ Ольга Васильева учительсен ӗçӗшӗн тӳлессине федераллă шайра гаранти парасси çинчен пӗлтернӗ пулнă. Çакна Ӗç кодексне улшăнусем кӗртсе тума палăртаççӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев