КӖНЕКЕ ВУЛАРĂМĂР
Теччӗ районӗнчи Хупкӗперте пурăнакансем, ял хутлăхӗнчи мероприятисене хастар хутшăнтăмăр.
Аслă Çӗнтерӗве 77 çул çитнӗ ятпа кашни ялпа хулара тӗрлӗ-тӗрлӗ мероприятисем иртрӗç. Кăçал Çӗнтерӳ кунне нихçанхинчен вăйлăрах, чунтан-чӗререн уявларӗç пуль пур çӗрте те.
Эпир те, Теччӗ районӗнчи Хупкӗперте пурăнакансем, ял хутлăхӗнчи мероприятисене хастар хутшăнтăмăр. Кунсăр пуçне ялти библиотека «Ачасене вăрçă çинчен вуласа паратпăр» халăхсен хушшинчи акцие те хутшăнчӗ. Ачасемпе пӗрле Л.Кассилӗн «Рассказы о войне», С.Алексеевăн «Рассказы о войне» кӗнекисене вуларăмăр. (Мария КАНАШЕВА.Теччӗ районӗ, Хупкӗпер. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев