Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кофе, чей, шыв. Сывлӑхшӑн усăллă пултăр тесен мӗн чухлӗ ӗçмелле?

Кунне ҫичӗ-сакӑр курка кофе, чей тата шыв ӗҫни чӗрепе юн тымарӗсен тата онкологи чирӗсем аталанассине чакарат.

Чӗре чирӗсенчен сыхланас тесен 3 курка кофепе 2курка чей ӗҫмелле. Кунне ҫичӗ-сакӑр курка кофе, чей тата шыв ӗҫни чӗрепе юн тымарӗсен тата онкологи чирӗсем аталанассине чакарать. Ҫакăн çинчен Британире тухса тăракан апатлану журналӗнче çырнă.

 13 ҫул хушши ӑсчахсем 183 пин ҫыннӑн сывлӑхӗпе апатланӑвне тишкернӗ. Кунне «икӗ курка чейпе виҫӗ курка кофе» ӗçекенсен сывлăхӗ ыттиснчен çирӗпрех пулнине асăрханă сăнавçăсем. Ҫак ушкăнри çынсем тăтăшах ахаль шыв та ӗçнӗ.

Тӗпчевçӗсен сăмахӗпе, кофери хлороген йӳҫекӗ диабетпа чирлес тата нерв системи пӑсӑлас хӑрушлӑха чакарать. Ҫавӑн пекех вăл пыршӑлӑх микрофлорине пӗр шайра тытса тӑрать. Чейри катехинсем шыҫӑсемпе «кӗрешеççӗ» тата антиоксидантсене вăйлатаççӗ, ҫакӑ юн тымарӗсемпе тӗртӗмсене сиенленесрен сыхлама пулӑшать.

Ӳпке чирӗсенчен хӳтӗлесси 72 процент ӳсет, вар-хырăм чирӗсенчен – 65 процент.

Ăсчахсем  аса илтереççӗ: кунне виҫӗ е ытларах курка кофе ӗçекенсем ыйхӑ килменнипе, чӗре таппи улшăннипе аптрама пултараççӗ.

Организма кирлинчен ытларах шыв ӗçни электролит шайне пӑсма пултарнине те асăрхаттарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье