Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Колдина хисеплеççӗ, унăн ӗçне малалла тăсаççӗ

Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ Патшалăх университетӗнче «суд идентификацийӗн ашшӗне» Валентин Колдина халалланă халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Кăçал пурăннă пулсан Валентин Яковлевич 100 çул тултарнă пулӗччӗ. Асăннă мероприяти Колдина хисеплекен, асра тытакан юлташӗсене, ӗçтешӗсене, пӗр шухăшлă çынсене пуçтарчӗ.

В.Я.Колдин – юридици наукисен докторӗ, профессор, 170 ытла наука ӗçӗ çырнă. Çав шутра 8 монографипе 11 вӗренӳ кӗнеки пулнине асăнмалла. Унăн наукăна хывнă тӳпине Раççейре кăна мар, ют çӗршывсенче те – Китайра, Чехире, Германире тата ытти çӗрте – пысăка хурса хакланă. 

Конференцие тӗрлӗ вӗрентӳ учрежденийӗсенче ӗçлекенсем, следователь-криминалистсем, адвокатсемпе РФ Следстви комитечӗн сотрудникӗсем хутшăнчӗç. Конференци тӗлне кăларнă буклетра РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин та хутшăнать тесе çырнă, вăл МГУри юридици факультетӗнчи криминалистика кафедрин профессорӗ шутланса тăрать. Вăл И.М.Комаровпа тата Е.Е.Центровпа пӗрле криминалистикăпа темиçе учебник та кăларнă. 

Чăваш Енрен çак конференцие хутшăнма Анатолий Аринина чӗннӗ. Анатолий Николаевич – В.Я.Колдинăн çывăх тусӗ, юриспруденципе психологи магистрӗ, «Этеплӗхӗн Вырăс Академийӗ» (Русская Академия Нравственности) Наукăна, культурăна тата çутӗçе аталантарас автономлă коммерцилле мар организацин президенчӗ. Вăл Валентин Яковлевичпа пӗрле ӗçленине аса илсе каласа пачӗ. 

Конференцие хутшăнакансем Валентин Колдинăн çитӗнӗвӗсене аса илнипе пӗрлех унăн ӗçне малалла тăсакансене те палăртрӗç. Тӗслӗхрен, Анатолий Аринин В.Я.Колдин ячӗллӗ «Чăнлăх патне çитнӗшӗн» медаль никӗслени пирки пӗлтерчӗ, унпа Раççей Халăхсен Туслăх университечӗн (РУДН) судпа эксперт ӗçӗн кафедрин заведующине, Суд экспертизисен институчӗн директорне Светлана Смирновăна суд экспертизин аталанăвне пысăк тӳпе хывнăшăн, В.Я.Колдинăн наукăлла идейисене пурнăçа кӗртме тăрăшнăшăн наградăларӗ. 

Медаль шухăшласа кăларни вăл ăсчаха хисеплени кăна мар, тӗпчевсемпе ӗçлекен çамрăк ăрăва Колдинăн ӗçне малалла тăсма хавхалантарни те. Этеплӗхӗн Вырăс Академийӗ хăйӗн умне Раççейри паллă çынсене астуса пурăнас, наукăпа культурăна, çутӗçе май пур таран тӳпе кӗртме тӗллев лартать. 

 

Светлана ЛУКИЯНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конференция