Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Композитора асăнса

Ӗнер «Тутар классика музыкин шедеврӗсем» цикл хӳттипе К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗнче «Алтын кояш нурларында» («Ылтăн хӗвел шевлинче») концерт иртнӗ


Ӗнер «Тутар классика музыкин шедеврӗсем» цикл хӳттипе К.Тинчурин ячӗллӗ драмăпа комеди театрӗнче «Алтын кояш нурларында» («Ылтăн хӗвел шевлинче») концерт иртнӗ

 Театр оркестрӗ Н.Г.Жиганов ячӗллӗ хусан патшалăх консерваторин опера студийӗпе пӗрле хатӗрленсе лартнă программăна тутарсен паллă композитрне Н.Жиганова халалланă. Июнӗн 2-мӗшӗнче шăпах унăн сăну кунӗ. 

Мероприяти уçăлнă çӗрте ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Альфия Заппарова, К.Тинчурин ячӗллӗ театр оркестрӗн илемлӗх ертӳçи тата дириăерӗ Ильяс Камал тата композиторăн ывăлӗ Иван Жиганов пулнă. 

«Композитор палăкӗ — унăн музыки. Жиганов хăйӗн хыççăн кӗвӗ-çемӗ еткерне çеç мар, музыка шкулӗсене, консерватри, симфони оркестрне, опера театрне хăварнă. Раççейӗн хуть хăш кӗтесне çитсен те Хусан консерваторийӗнче вӗреннисемпе тӗл пулатăн. Çакăнта Назиб Жигановăн ӗçӗ халӗ те пурăннине ăнланса илетӗн. Театра, оркестра, консерваторие Назиб Жиганова астуса пурăннăшăн çӗре çити пуç таятăп. Музыки пурăннă чух пирӗн чӗресенче ырă, йăл кулăллă ырă çын пурăнӗ», — тенӗ хăйӗн сăмахӗнче Иван Жиганов.

Концертра Альфия Заппарова профессорăн вӗренекенӗсем: Айгуль Гардисламова, Сюмбель Киямова, Руслан Закиров, Алина Каримова, Динар Шарафетдинов, Элина Сафина, Инсаф Ганибаев, Марьям Заппарова тата ыттисем юрланă. Мероприятире К.Тинчурин театрӗн артисчӗ Ильнур Байназаров хутшăннă.

Сăнӳкерчӗк К.Тинчурин театрӗн прсс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство