Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Конкурса хутшӑнма сӗнетпӗр

Икӗ конкурс та 2020 çулхи май уйăхӗн 10-мӗшӗчченех тăсăлӗ

 2020 çулта ТАССРа 100 çул, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине паллă тăватпăр. Çак пӗлтерӗшлӗ уявсене халалласа «Шăнкăрав» кăларăмра ТР Вӗрентӳпе наука министерстви тӗрев панипе шкул ачисемпе студентсем валли «ТАССРа 100 çул» тата «Аслă Çӗнтерӗве 75 çул» конкурссем ирттерме йышăнтăмăр. ​
«ТАССРа 100 çул» конкурса хутшăнас текенсен Тутарстанри ял-хула, ялти, районти, республикăри мухтава тивӗçлӗ çынсем çинчен статья, тӗрленчӗк е сăвă çырмалла. Материалсене сăнӳкерчӗкпе илемлетсен те аван.
«Аслă Çӗнтерӗве 75 çул» конкурса тăратнă хайлавсем вара Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулнă çынсен кун-çулне, паттăрлăхне çутатмалла. Ачасем хăйсен вăрçăра пулнă мăн аслашшӗ-кукашшӗ, мăн асламăшӗ-кукамăшӗ е тăванӗ, пӗлӗшӗ çинчен çырса яма пултараççӗ. Пур пулсан материалсенче çырса кăтартнă çынсен сăнӳкерчӗкӗсене ярса парсан аван.
Конкурс материалӗсене «ТАССРа 100 çул» е «Аслă Çӗнтерӗве 75 çул» конкурссене тесе палăртса редакцин suvar@mail.ru электронлă адресӗ çине е почта урлă çак адреспа ярса памалла: 420066, г.Казань, ул. Декабристов, 2, а/я 64.
Икӗ конкурс та 2020 çулхи май уйăхӗн 10-мӗшӗчченех тăсăлӗ. Ятарлă комисси конкурс материалӗсене хакласа çӗнтерӳçӗсене палăртӗ. Чи маттурисене «Сувар» хаçат редакцийӗнчен Диплом тата асăнмалăх парне кӗтет.
Хаклă вӗренекенсемпе студентсем! Сиртен конкурс материалӗсем кӗтетпӗр!
Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев