Константин Иванов çуралнăранпа 136 çул çитрӗ
1890 çулхи майăн 27-мӗшӗнче Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялӗнче чăваш литературин классикӗ, вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторӗ Константин Васильевич Иванов çуралнă. Чăваш поэзи çăлтăрĕн ĕмĕрĕ (1890-1915) ытла та кĕске пулнă, вăл 25 çул çеç пурăннă. Анчах унăн ячĕ, унăн пултарулăхӗ, унăн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми чăваш литературин тата тӗнчери культура историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.
Константин Иванов Пушкăрстанри Пелепей районӗнчи Слакпуç ялӗнче çуралнă, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗреннӗ. Вырăс тата Хӗвеланăç Европăри литературăн классикӗсемпе, столяр ӗçӗпе, йывăçа касассипе интересленнӗ. 16 çулта вăл наци хăйевӗрлӗхне ăнланма пулăшакан халăхри юмах-халапсемпе кӗлӗсене çырса пынă.
Хăйӗн кӗске пурнăçӗнче Константин Иванов сăвăсем, юмахсем, балладăсем, трагедисем, поэмăсемпе калавсем çырнă. 1908 çулта унăн «Сказки и предания чуваш» кӗнеке тухнă, унта «Нарспи» поэма та кӗнӗ. Вырăсла ăна А.Петтоки, В. Паймен, П. Хусанкай тата ыттисем куçарнă. Константин Иванов Лермонтова, Некрасова, Кольцова тата ытти вырăс классикӗсене чăвашла куçарнă. Вăл халăх юррисен пуххисене тата чăвашсем валли букварь хатӗрлеме хутшăннă. Кунсăр пуçне вăл портрет живопиçӗн, графикăпа скульптура ăсти пулнă, букварь валли декорацисемпе иллюстрацисем хăй ӳкернӗ.
Константин Иванов çуралнă ялта поэта асăнса «Санăн ятупа мăнаçланатпăр» уяв иртет. Хăнасем Слакпуç вăтам шкулне чăваш поэзийĕн классикĕн ятне панине çирĕплетекен асăну хăмине уçӗç, музей çурчĕпе паллашӗç, поэтăн вилтăпри çине тата палăкĕ умне чечек хурӗç, Нарспи çăлкуçĕ умĕнче «Чун-чĕре çăлкуçĕ» литература композицийĕ йĕркелӗç, унăн хайлавĕсене уçă микрофон умĕнче вулĕç. Слакпуç ялĕ яланхи пекех çак кун чăн-чăнах чăваш Меккине çаврăнасса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем.
Чăваш наци библиотекин архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев