Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Контрактпа çара каякансене мӗн кирлине веçех параççӗ

Контракт службине суйласа илессипе ӗçлекен мобильлӗ ушкăнсем районсене, халăх нумай пухăнакан вырăнсене, тухса çӳреççӗ. Çакăн пек мобильлӗ пунктсенчен пӗри августăн 10-мӗшӗнче Çарăмсан районӗнче ӗçлерӗ.

Хусантан килнӗ салтак-инструкторсем, вӗсем пурте контрактпа çарта тăракансем, район çыннисемпе хăнасене Раççей Çарӗн паянхи пурнăçӗпе паллаштарчӗç. Çавăнпа вӗсен хушшинче мӗнпур экипировкăна тăхăнни те, ахаль чух çӳрекен çар тумли те пурччӗ.

Яланхи пекех салтаксем патӗнче ытларах арçынсемпе арçын ачасем явăнчӗç. Çамрăксене пурне те тенӗ пекех Калашников автомачӗ интереслентерчӗ. Чăн-чăн пăшала алла тытса курма кăна мар, сӳтсе пуçтарма та ирӗк пачӗç салтаксем вӗсене. Хăшӗ-пӗри çакна вăхăтпа туса пӗр-пӗринпе ăмăртса та пăхрӗ.

— Хусантан ятарласа килсе мобильлӗ пункт йӗркелерӗмӗр. Граждансене контрактлă çар службине илес йӗркепе паллаштаратпăр. Пӗр хутчен парăнакан тӳлев, паян вăл 1 миллион та 700 пин тенкӗ таран, социаллă льготăсемпе гарантисем çинчен каласа паратпăр, — терӗ контракт службине суйласа илекен инструктор Ришат Мингулов. Кӗçӗн сержант сăмахӗсемпе, кун пек пунктсенче СВОра пулнисем те нумайăн, вӗсем контракт службине суйлама кăмăл пуррисене хăйсен опычӗпе паллаштараççӗ.

Курск, Белгород тăрăхӗсенчен килекен сисчевлӗ хыпарсем хыççăн тепӗр мобилизаци пуласси пирки халăхра сăмах та тухрӗ, анчах РФ Правительствин представителӗсем хыпар тӳрре килменнине пӗлтерчӗç, мӗншӗн тесен контракт службине суйласа Тăван çӗршыва хӳтӗлеме каякансем ахаль те сахалăн мар. Паллă сăлтавсене пула юлашки эрнере вӗсен шучӗ ӳснӗ те.

Аса илтеретпӗр, контракт службипе çара каяс кăмăл пулсан, кун пирки тӗплӗнрех 117 телефонпа шăнкăравласа, Хусанти «Батыр» центра е çывăхри хуть мӗнле çар комиссариатне килсе пӗлме пулать.

Ришат Мингулов инструктор та акă контрактпа çар службине каяс текенсем пирӗн республикăра та сахалăн маррине каларӗ. Пунктсене Тутарстан çыннисем кăна мар, ытти регионсенчисем те килеççӗ.

 — Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн республикăн пӗр хутчен парăнакан тӳлевӗ ыттисеннисенчен пысăкрах, иккӗмӗшӗнчен, çарта тумӗпе, ытти хатӗрсемпе туллин тивӗçтереççӗ. Урăхла каласан, контрактпа çара каяс текенсен хăйсемпе темех илмелле те мар, мӗн кирлине пунктсенче веçех параççӗ, ыттине чаçе çитсен илеççӗ. Кунсăр пуçне пирӗн пунктсен ӗçне çав тери лайăх йӗркеленӗ. Контрактпа каяс текен документсем пуçтарса, медкомисси тухса темиçе кун ирттермест халӗ. Мӗнпур процедурăна хăвăрт иртет. Ытти регионсенчен килекенсем енӗпе те çаплах. Вӗсене вăхăтлăх пурăнма вырăнпа, транспортпа тивӗçтереççӗ, апатлантараççӗ, — ăнлантарчӗ кӗçӗн сержант контрактпа çар службине мӗнле суйласа илессин йӗркипе кӗскен.

Сăмах май, «Луковая долина» регионсен хушшинчи фестиваль пынă вăхăтра та вӗсен палатки пушă тăмарӗ, контрактпа çар службипе интересленекенсем кӗре-кӗре тухрӗç.

— Контрактпа çар службине 18-тан пуçласа 65 çула çитичченхи граждансене суйласа илеççӗ. Тӗп услови — çирӗп сывлăх, — контракт службине камсене илессине тепӗр хут аса илтерчӗ Ришат Мингулов кӗçӗн сержант. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Теги: общество