Контракт çырма çулталăк каяллах шутланă
Çар службине контрактпа каякансемпе ӗçлессипе «Батыр» центр уçăлнăранпа июль пуçламăшӗнче çулталăк пулать. Енчен те маларах кирлӗ документсене пуçтарма, медицина тӗрӗслевне иртме виçӗ уйăх вăхăт та кайнă пулсан халӗ ку ӗçсене пӗр-икӗ кунрах тăваççӗ.
Эпир, суварсем, кунта июнӗн 27-мӗшӗнче пултăмăр. Центр ертӳçи Владислав Кузнецов хăй те кунтахчӗ. Ун сăмахӗпе «Батыр» пӗр кун та пушă тăмасть. Контрактпа çар службине каяс текенсем килсех тăраççӗ, ытларах — республикăри районсенчен. «Контрактниксемпе калаçма эпир чармастпăр, хăйсен кăмăлӗ пулсан, тархасшăн», — терӗ Владислав Кузнецов. Чăн та, кашни килекен хутшăнсах каясшăн мар. Алăкран кӗрекен арçынсене сăнатăп. Вӗсем кашни расна, пӗвӗ-сийӗпе, сăн-пуçпа. Анчах пӗри çыхăнтарать пурне те, калăн пичӗ çине пичет çапса янă: хăюллăн та тӳрӗ пăхакан куçсем, иккӗленӳлӗх палăрăмӗ çукки, çирӗп кăмăл. Сисетӗн çавна тӳрех. Урăхлисем кунта килмеççӗ.
Пирӗнпе Эдуард Подоляк калаçма кăмăл турӗ. Вăл 1986 çулхи, Арск районӗнчен. Хăй каланă тăрăх, çулталăка яхăн ятарлă çар операцине хутшăнас тесе шутласа çӳренӗ. Мăшăрӗ, ачисем ярасшăн пулманнипе тытăнса тăнă. «Хам эпӗ пуйăс машинисчӗ. Анчах СВО пуçланнăранпа канăçа çухатрăм темелле. Манăн унта пулмаллах текен шухăш ялан пуçра явăнса çӳрерӗ. Çитменнине манăн мӗнпур юлташ халӗ унта. Çине тăнипе арăм та урăх хирӗçлемерӗ», — çирӗппӗн калаçрӗ Эдуард. Ун пирки çитес номерте тӗплӗнрех çырса пӗлтерӗпӗр.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев