Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус пандемии кинори эпидемисем пек мар

Ҫавӑнпа та пирӗн авалхи Египет тӗнчине лекме нимӗнле сӑлтав та ҫук

Коронавирусӑн чӑн пандемиипе танлаштарсан Голливудӑн пысӑк эпидемисем ҫинчен ӳкернӗ сценарисем чӑн килмерӗҫ. Ҫакӑн пек шухӑша журналист, философ тата футуролог Константин Фрумкин Андрей Кузьмина интервью панӑ чухне каланӑ.
"Кино тӗлӗнтерес тесе ӗҫлет, ҫавӑнпа та унта ҫивӗч самантсене ытлашши ӳстереҫҫӗ. Пурнӑҫ — вӑл ялан кичемрех, пирӗн пулӑмсем ялтӑркка мар. Ҫавӑн пек произведенисенчен тӗшшинче вирус этемлӗхе пӗтӗмпех тӗп туни, юлашки ҫыннисем вара ҫӗнӗ кӑткӑс условисене лекеҫҫӗ", – ӑнлантарчӗ футуролог.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, фантастикӑллӑ фильмсемпе тата кӗнекесемпе танлаштарсан, этемлӗх цивилизацине коронавирусран та хӑрушӑрах чирсем пӗтермешкӗн хӑмсарнӑ, анчах пӗтерме пултарайман. Тӗслӗх вырӑнне вӑл вӑтам ӗмӗрсен вӑхӑтӗнче халӑха ҫурри таран пӗтерекен чума мурне илсе кӑтартнӑ.
"Цивилизаци пурпӗрех ҫухалман. Хуласемпе патшалӑхсем юлнӑ, обществӑн мӗнпур институчӗсем упранса юлнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн авалхи Египет тӗнчине лекме нимӗнле сӑлтав та ҫук. Апла пулсан — ҫак эпидеми ҫинчен калакан фильмсене усӑсӑр кӑлараҫҫӗ", – палӑртнӑ Константин Фрумкин.
Андрей Кузьминпа калаҫнӑ чухне вӑл Covid-19 тата хальхи самозоляци бизнес, патшалӑх тата пӗр ҫемьере пурӑнакансен хушшинчи йӑлана кӗнӗ процессене мӗнлерех хуҫса пӑрахасси ҫинчен те каласа панӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев