Коронавирусран вилнисем Тутарстанра ҫирӗме ҫитнӗ
Тутарстанра тата икӗ ҫын коронавирусран вилни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ медиксем
Тури Услон районӗнче пурӑнакан 1954 ҫулхи хӗрарӑма РКБ-на васкавлӑ пулӑшу бригади июнӗн 2-мӗшӗнче илсе ҫитернӗ. Ӑна ҫав кунах Хусанти 16-мӗш пульницана икӗ енлӗ полисигментарлӑ пневмонияпа вырттарнӑ.
Хӗрарӑмӑн шала кайнӑ ытти чирсем те пулнӑ. Сывалма йывӑрланса пынипе июнӗн 18-мӗшӗнче ӑна реанимаци уйрӑмне куҫарнӑ, ИВЛ аппарачӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Июнӗн 29-мӗшӗнче хӗрарӑмӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Ҫав кунах НЦРМБ-на Анат Кама районӗнче пурӑнакан арҫынна илсе килнӗ. COVID-19-а пула унӑн вӑтам йывӑрлӑхлӑ вируслӑ пневмония амаланнӑ. Арҫын чӗрепе аптӑракан ҫын пулнӑ. Вӑл 2020 ҫулхи июлӗн 6-мӗшӗнче вилсе кайнӑ.
Патологоанатомсем икӗ тӗслӗхре те вилӗм сӑлтавне ӳтсене кассан палӑртнӑ.
Ҫапла майпа Тутарстанра коронавирусран вилнисем 20 ҫынна ҫитнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев