Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗпер çинче икӗ машина çуннă

Паян, сентябрӗн 25-мӗшӗнче, М-7 Атăл федераллă трассăн Çырчалли еннелле каякан участокӗнче, Кама урлă каçмалли кӗпер çинче, пысăк инкек пулнă.

Бензинӗ пӗтсе ларнипе «Газель» çул хӗррине чарăннă. Çав вăхăтра пыракан «Scania» автомобиль( вăл почта турттарнă) хăвăртлăха чакарманнипе ун çине кӗрсе кайнă та икӗ машинăна та вут тивнӗ. Водительсенчен пӗри пиçнӗ, ăна больницăна илсе кайнă. Пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.

Сентябрӗн 23-мӗшӗнче çӗрле Хусанти Даурская урамӗн çыннисене хытă кӗплетнӗ сасă ыйхăран вăратнă. Ун хыççăнах автостоянка енче çап-çутă çуталса кайни, тӗтӗм тухни пушшех те сехрисене хăпартнă. Тӗрӗссипе, вӗсене «Ford» автомобиль çапла хăратнă иккен. Водитель машинине хускатнă кăна – вут хыпса та илнӗ. Телее, вăл аманман.

Çак кунсенче Заинск районӗнче «Татнефть» ПАОн «Елховнефть» НГДУ территорийӗнчи нефть продукчӗсем ямалли резервуара тӗрӗсленӗ вăхăтра пушар тухнипе икӗ çын вилнӗ. «Сирпӗнес хăрушлăхлă объектсенче хăрушлăхпа тивӗçтерменни» статьяпа уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Происшествия