Кӗпере çӗнетекенсене пысăк тав!
Эпир, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакансем, ялти Димитрий Солунский храмӗпе юнашар вырнаçнă Колхозная тата Центральная урамсен хушшинчи çырма урлă çуран çӳремелли кӗпере тӗпрен юсаса обществӑлла пысӑк парне туса панӑшӑн питӗ савӑнатпӑр. Пӗтӗмлетсе каласан, çак кӗпере Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи храмӑн аслӑ уявӗ тӗлне юсаса çӗнетрӗç.
Пурте пӗлеççӗ, хуть хăш ӗмӗрте те çулсемпе кӗперсем çынсемшӗн пурнӑç артерийӗсем пулнă. Çавăнпа та Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакансен, суйлавçӑсен, шкул ачисемпе аслă çулсенчи çынсен ятӗнчен çак ырă ӗçе пурнăçлакансене, пулăшакансене чӗререн тав тăвас килет. Чи малтан пуçарулӑхӗшӗн тата ӗçе йӗркелесе янăшăн Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхне Роберт Дружкова, укçа-тенкӗпе пулӑшнăшăн Алексей Амосов фермера (вăл арматурăна хăй туянчӗ, ӑна вырнаçтарма, грузовикпа материалсем турттарма кустӑрмаллă 8 техникипе прицеплă шӑратса çыпăçтармалли агрегатпа усӑ курчӗ) тав тăвас килет. Çавӑн пекех ялти сумлă предприниматель Михаил Мискин та çак ырӑ ӗçре вăй çитнӗ таран пулăшу пачӗ. Алексей Амосов бензопăчкӑпа кӗпер çине кӗнӗ чух чăрмантаракан йывӑçсемпе тӗмсене касрӗ.
Кӗпер патӗнче ноябрӗн 6-мӗшӗнче кунӗпех ӗç вӗресе тăчӗ. Кунта кивӗ кӗпере çӗрнӗ йывăç хăмасенчен тасатас тата çӗнӗ кӗперӗн арматурине трубасем çумне çыпăçтарса вырнаçтарас тесе ӗçлерӗç. Алексей Амосовӑн ӗçченӗсем Петр Албутов, Дмитрий Афиногентов, Дмитрий Алексеев тата Дмитрий Яковлев хастар ӗçлерӗç. Алексей Амосовӑн ашшӗ Николай Амосов та çак ырӑ ӗçрен пӑрӑнмарӗ. Хӑйӗн грузовикӗпе вӑл строительство материалӗсем, инструментсем, оборудованисем кӳрсе тăчӗ. Кӗпере тӗпрен юсас тивӗçе вӑхӑтра тата кирлӗ пек пурнӑçланӑшӑн вӗсене чунтан тав тӑватпăр.
Çак кӗпере юсас ӗçе хастар хутшăннă кашни çыннах Ветерансен канашӗн, ял-йыш ятӗнчен çирӗп сывлӑх, предпринимательсене ӗçре ӑнӑçу тата çитӗнӳсем тума, вӗсен çемйисене вăрăм ӗмӗр, тӑнӑçлӑх сунатӑп.
Геннадий КАРСАКОВ,
Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Ветерансен канашӗн председателӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев