Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗркунне суйлав пулать

Президент сӑмахӗпе 2012 ҫултанпа 2 хут ытла врачсен ӗҫ укҫи ӳснӗ, педагогсен шалӑвӗ 1,7 хут пысӑкланнӑ

Юлашки пилӗк ҫулта Тутарстанра социаллӑ ипотека программипе 2 млн тваткал метр ҫурт-йӗр тунӑ. 24,5 миллиард тенкӗлӗх 4,5 пин нумайхваттерлӗ ҫурта тӗпрен юсанӑ. 7,8 млрд тенкӗлӗх 207 амбулаторипе поликлиника ҫуртне ҫӗнетнӗ, 13 млрд тенкӗлӗх 711 шкулпа ача садӗнче капиталлӑ юсав ирттернӗ. 

Ҫакӑн ҫинчен ТР Патшалӑх Канашӗн 49-мӗш ларӑвне хутшӑннӑ Рустам Минниханов пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех ТР Президенчӗ юлашки 5 ҫулта 328 обществӑлла вырӑна, парксемпе скверсене хӑт кӗртни ҫинчен асӑннӑ. Ку ӗҫсене тума республика 8,6 млрд тенкӗ тӑкакланӑ. 

Президент республикӑра ӗнтӗ 4-мӗш ҫул Стратеги-2030 пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен аса илтернӗ. 2012 ҫултанпа 2 хут ытла врачсен ӗҫ укҫи ӳснӗ, педагогсен шалӑвӗ 1,7 хут пысӑкланнӑ. 

"2019-21 ҫулсенче Тутарстанра наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме 52 ытла млрд тенкӗ уйӑратпӑр, - тесе пӗтӗмлетнӗ Рустам Минниханов. - Экономикӑри ҫитӗнӳсене пула пирӗн граждансен пурнӑҫ пахалӑхӗ лайӑхланса пырать. Кӑҫал эпир 40 республика программине пурнӑҫлама 40 ытла миллиард тенкӗ уйӑратпӑр". 

"Татар-информ" агентствон сӑнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Политика