Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӳршӗре ЧР Тӗрӗ кунне кӗтсе илме хатӗрленеççӗ

Ноябрӗн 21-мӗшӗнче ЧР Туслăх Çуртӗнче акă Тӗрӗ кунне халалласа ача-пăча ӳкерчӗкӗсен куравӗ уçăлнă, пӗлтерет «Хыпар» хаçат хăйӗн Телеграмри каналӗнче.

Чăваш Республикинче Чăваш тӗррин кунне уявлама тата кӗтсе илме тахçан маларах тытăннă. Республикăри культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем, куравсем иртеççӗ.

Ноябрӗн 21-мӗшӗнче ЧР Туслăх Çуртӗнче акă Тӗрӗ кунне халалласа ача-пăча ӳкерчӗкӗсен куравӗ уçăлнă, пӗлтерет «Хыпар» хаçат хăйӗн Телеграмри  каналӗнче. Чăннипех те ырă пуçару. Ку ачасемпе çамрăксене мӗн пӗчӗкрен тăван культурăпа паллашма, ăна ăша хывма май парать. 

Чăваш наци тӗррин орнаменчӗсемлӗ картинăсене Шупашкарти Э.Юрьев ячӗллӗ 4№ ача-пăча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем ӳкернӗ. Ку ӗçсемпе кăмăл тăвакансем пурте паллашма пултараççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура