Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ

«Çитрӗ манăн çунмалли вăхăт...», – тесе шухăшлаççӗ пулӗ паллă юрăри сăмахсене аса илсе кăçала «Сувар» хаçата çырăнман е çырăнма маннă чăвашсем.

Сăлтавӗ те çук мар. Мӗншӗн тесен ку эрнекун «Сувара» çырăннă çынсем кăçалхи пӗрремӗш хаçатпа пӗрле чаплă календарь те илӗç. Ку парнене редакци кашни çул хатӗрлет. Чăвашсен килӗсенче тӗпелте вырнаçса вăл пирӗн çыхăнăва тата тахçанхи туслăха çирӗплетет.  

Кăçал чăвашла календаре Тутарстанри Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă. Сăнӳкерчӗкре – паллă юрăç, пирӗн ентеш, «Шану» этно-джаз ушкăнӗн солистки Вера Кожеманова.

Сăмах май, вăл «Çитрӗ манăн çунмалли вăхăт...» сăмахсене çыракан Григорий Калининпа пӗр Аксу районӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев