Кӗтӗмӗр тет шыва...
Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăн шыв-шурӗсенче пурӗ 71 (!) çын путса вилнӗ, вӗсенчен 5-шӗ – ача.
Ял çынни кӗркунне çитсен кил-картинчи хур-кăвакала шутланă евӗр ТР МЧСӗ те çуллен шыва кӗмелли сезона пӗтӗмлетет. Шел пулин те, статистика савăнмаллиех мар. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăн шыв-шурӗсенче пурӗ 71 (!) çын путса вилнӗ, вӗсенчен 5-шӗ – ача. Пӗлтӗрхинчен 14 çын ытларах ку. Шыв-шурсенче путса вилекенсен шучӗ ӳснин сăлтавӗ шыва кӗмелли сезон пӗлтӗрхинчен вăрăмрах пулнипе те çыхăннă. Инкекӗн сăлтавӗ акă ӗнтӗ миçемӗш çул улшăнмасть, çынсем асăрхаттарнине пăхмасăр юраман вырăнта тата ӳсӗрле шыва кӗнипе вилеççӗ.
Шел пулин те, çулталăк вӗçлениччен статистика урăх улшăнмасть тесе никам та шантараймасть, мӗншӗн тесен синоптиксем сентябрь уйăхӗ нормăран ăшăрах пулассине калаççӗ. Эппин, ӳсӗрле шыва кӗрес текенсем пулаççӗ-ха, кайран черет пулăçсене çитет. Вӗсем те чун киленӗвӗ хыççăн кайса хăрушсăрлăх çинчен тепӗр чух аса та илмеççӗ. Мӗнех калăн, кӗтӗмӗр шыва... вăй питти 71 çынна вăхăтсăр çӗр ăшне чикрӗмӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев