Кӑтра патшан палӑкне Чӑваш Енӗн кӑнтӑр чиккинче уҫнӑ
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗн кӑнтӑр чиккинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне никӗслекен Кӑтра патшана халалланӑ палӑк лартнӑ. Унӑн авторӗ - Николай Кондрашкин скульптор
Кӑтра (Котраг) – Аслӑ Пӑлхар патшин Кубратӑн пилӗк ывӑлӗнчен пӗри. 630-710 ҫулсенче пурӑннӑ. Вӑл ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн хасарсем Аслӑ Пӑлхара аркатсан, хӑйӗн ҫыннисемпе Хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ, VII ӗмӗпте Атӑлҫи Пӑлхарӗ ятлӑ патшалӑх йӗркелесе янӑ. Ку патшалӑх монголсем аркатиччен Атӑл тарӑхӗнчи чи вӑйлӑ ҫӗршывсенчен пӗри пулнӑ.
Ҫак палӑка лартса чӑвашсем хӑйсем пӑлхарсен еткерҫисем пулнине кӑтартаҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев