Ку эрнере ытларах ӗçлетпӗр
Çитес шăматкун, ноябрӗн 2-мӗшӗнче, республикăри предприятисемпе организацисен ӗçченӗсен ӗçе тухмалла пулать. РФ Правительствин 1314№ постановленийӗпе (10.08.2023) шăматкуна кăçалхи апрель уйăхӗн 30-мӗшне куçарни пирки аса илтерет ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви.
Тепӗр эрнере вара ытларах канăпăр. Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне, ноябрӗн 4-мӗшне тата Тутарстан Республикин Конституци кунне, ноябрӗн 6-мӗшне уявланипе çыхăннă çакă. Тунтикунпа юнкун канмалли кунсем пулаççӗ.
Праçник умӗнхи ӗç кунӗсем – ноябрӗн 2-мӗшӗ тата 5-мӗшӗ – пӗр сехете кӗскелеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев