Ку плакатсем Пӗрлехи патшалăх экзаменӗпе çыхăннă ыйтусем çине хурав тупма пулăшаççӗ
Кăçал шкул пӗтерекенсем хӗрсех Пӗрлехи патшалăх экзаменне (ЕГЭ) хатӗрленеççӗ халӗ. Пӗр шутласан экзаменсем пуçланиччен тата тăватă уйăх-ха, çапах та ун пек чух ачасем вӗренӳ çулӗ пуçлансанах хатӗрленме пуçлани пуриншӗн те паллă.
Мӗн пӗлмелле-ха ППЭ параканăн? Экзаменра йӗркене пăсакансем çинчен кама малтан пӗлтермелле? Экзаменри хăрушсăрлăхпа кам, мӗнлерех тивӗçтерет? Экзамен тытмалли хушма кунсем хăçан?.. Çӗр-çӗр ыйту тухса тăрать кӗçех шкул пӗтерекен ачан.

Çак тата ытти ыйтусем çине хурав тупма çăмăлрах пултăр тесе Рособрнадзор информациллӗ плакатсем хатӗрленӗ, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерстви.
Çав плакатсем çинчи информаци ачасемшӗн кăна мар, ашшӗ-амăшӗпе вӗрентекенсемшӗн те усăллă. Вӗсене Рособрнадзорăн официаллă сайтӗнче тупма пулать.
Сăнӳкерчӗк: скриншот.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев