Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку сцена çине чăвашсем тухманччӗ-ха

Санкт-Петербургри «Юрату» фольклор ансамблӗн солисткипе Марина Кирилловăпа «Кевер» чăваш ташă ансамблӗн ертӳçи Пелагея Терентьева «Раççей – манăн истори» истори паркӗн тӗп сцени çине пӗрремӗш хут тухрӗç.

Нумай пулмасть Нева çинчи хулара «Раççей – манăн истори» истори паркӗнче Санкт-Петербургри Нацисен хутшăнăвӗсемпе миграци политикине пурнăçлас енӗпе комитечӗн кунӗ пулчӗ. «Манăн Петербург» курав хӳттипе иртнӗ мероприятие хулари наципе культура пӗрлешӗвӗсем хутшăнчӗç. Истори паркӗн сцени çине тӗрлӗ халăхăн пултарулăх ушкăнӗсем тухрӗç. 

Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Валериан Гаврилов ертсе пыракан делегаци те хастар хутшăнчӗ унта. «Юрату» фольклор ансамблӗн солисткипе Марина Кирилловăпа «Кевер» ташă ансамблӗн ертӳçи Пелагея Терентьева чăваш юрри-ташшипе савăнтарчӗç, ку сцена çине чăвашсем тухни пулманччӗ-ха. 

Истори паркӗн музейпе курав центрӗнче çаплах Артиллери, инженери тата çыхăну çарӗсен çарпа истори музейӗн тӗп художникӗн Евгений Емельяновăн «Солнце земли русской» куравӗ те ӗçлет. 

Сăмах май, Евгений Юрьевич Шупашкарта çуралса ӳснӗ, унти ӳнер училищин живопись уйрăмӗнче тата Санкт-Петербургри И.Е.Репин ячӗллӗ живопись, скульптурăпа архитектура институтӗнче вӗреннӗ.

Куравра унăн графика тата живопиç мелӗсемпе ӳкернӗ кнеçпе дружинин сăнӗсене, «Пăр çинчи çапăçăвăн» батали сценисемпе этючӗсене, пӗтӗмпе  40 ӗçне тăратнă. Тӗп вырăна «I Петӗр патша çветтуй Александр Невский кнеçӗн çӗрмен ӳтне Санкт-Петербурга кӳни» картина йышăнать. Курав галерейăн 3-мӗш хутӗнче вырнаçнă, ноябрӗн 4-мӗшӗччен ӗçлет. 

 

Валериан ГАВРИЛОВ.

Санкт-Петербург чăвашӗсен ертӳçи. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России