Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗсемпе тӗлпулӑпӑр
Мартӑн 27-28-мӗшӗсенче Хусанти Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртӗнче Чӑваш культура кунӗсем иртеҫҫӗ. Вӗсене Тутарстанри Тӑван чӗлхесен тата халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Мартӑн 27-мӗшӗчче 14:00 сехетре вулакансем чӑваш халӑх ҫыравҫипе Юхма Мишшипе тӗлпулӗҫ. Тӗлпулу ыйту-хурав форматпа иртӗ. Кашни ҫын ҫыравҫӑна ыйту пама пултарать. Чи интереслӗ ыйтусене паракансене парнесем кӗтеҫҫӗ. Тӗлпулӑва хутшӑнакансен Юхма Мишши кӗнекисен куравӗпе паллашма май пулать.
Мартӑн 28-мӗшӗнче хусансене чӑваш халӑхӗн тепӗр мухтавлӑ ывӑлӗ Вячеслав Христофоров савӑнтарӗ. Чӑваш эстрадин мэтрӗпе пӗрле сцена ҫине Марта Зайцева, Иван Христофоров, Катя Петрова, Георгий Смирнов, Алексей Казанцев тухӗҫ.
Нет комментариев