Куççульне пире кăтартмастчӗ
Мартăн 8-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ. «Сегодня мамин праздник» тесе юрлаттăмăрччӗ шкулта вӗреннӗ чух
Çак кун маншăн Анне кунӗ пек асра юлчӗ, мӗншӗн тесен 2022 çулхи Мартăн 8-мӗшӗнче юратнă аннене пытартăм... Тем пулчӗ чӗрене, тем татăлчӗ çав кун, уява паллă тума кăмăл çук. Кăшт анне çинчен пӗлтерес килет.
Манăн анне – Мария Ивановна 1939 çулхи сентябрӗн 4-мӗшӗнче Кивӗ Саврăш ялӗнче çуралнă. Çемьере чи асли пулнă вăл, ун хыççăн йăмăкӗ Уття, шăллӗ Вася. Пурнăçӗ çăмăл пулман, амăшӗнчен вун пиллӗкре тăлăха юлнă. Ашшӗ Иван ачисем тăлăх ан ӳсчӗр тесе тепре авланнă. Иккӗмӗш арăмне Вирка тесе чӗннӗ, вӗсен икӗ хӗр, Зояпа Нина, çуралнă.
Вăрçă хыççăн нушине те, выçлăхне те çителӗклӗ курнă. Çак вăхăтра ӗне пурри çемьешӗн çăлăнăç шутланнă, мӗншӗн тесен çемье тутă пулнă. 1956 çулта ашшӗ çӗре кӗрет. «Ӗне вилчӗ, унтан атте вилчӗ», – тетчӗ анне кун пирки.
Иккӗмӗш амăшне кăшт çăмăлрах пултăр тесе пăрусем пăхма фермăна кайнă. «Пăрусене пăхнă чух хам та тутăччӗ, сӗт ӗçеттӗмӗр, – аса илетчӗ анне йывăр самантсене. – Каярах торф кăларнă çӗре çырăнтăм, ялтан пӗччен кайрăм. Хам пӗчӗккӗ, хыткан пулсан та çынпа пӗр тан ӗçлеме тăрăшрăм. Лайăх ӗçленӗшӗн, тăлăх ӳснипе мана çӗвӗ машини парнелерӗç».
1962 çулта Васильевка ялӗнчи Геннадий Максимович Сидоровпа çемье çавăрать анне. Вӗсен сакăр ача – ултă ывăлпа икӗ хӗр çуралать. Савăнса кăна пурăнмалла чухне, 1989 çулта, декабрӗн 13-мӗшӗнче атте çӗре кӗчӗ, 2001 çулта ывăлӗ Алёша çут тӗнчерен уйрăлса кайрӗ. Пӗвӗпе пӗчӗк хӗрарăм çине пурте тиенет: хуйхи-суйхи, савăнăçӗ, ачисене ӳстерсе çын тăвасси.
Эп кӗçӗнни, Люба, хам та анне, кукамай ӗнтӗ халь. Анне пирӗн мӗнле ăслă хӗрарăм пулни шухăшлаттарать. Эп аттерен тăххăрта тăлăха юлтăм, анне пире куççуль кăтартман. «Ман куççуле минтер типӗтнӗ, манăн юлташ минтер пулнă», – тетчӗ çулсем иртнӗ хыççăн. Ултă кинӗ, икӗ кӗрӳшӗ аннерен нихăçан та «ку кин çапла, ку капла» тенине илтмен. «Манăн кинсем, кӗрӳсем лайăх», – мухтаса кăна тăратчӗ. Ялта та анне нихăçан та çынпа тавлашман, чиперех пурăннă.
Мӗн виличчен çапла калатчӗ анне: «Мухтав Турра, 82 çула çитрӗм, Турăран ыйтни пурте пурнăçланчӗ». Ку сăмахсем мана «миссия выполнена» тенӗ пекех туйăнатчӗç. Атте вилнӗ хыççăн час-час чиркӗве çӳретчӗ.
Пысăк, пысăк тав сана, анне, пире ӳстерсе ăс-тăн панăшăн, çын тунăшăн, эпир çынна юрăхлă пулнăшăн. Санăн пехилӗ пире, ачусене, ачун ачисене çиттӗр.
Любовь ТИМКИНА.
Аксу районӗ, Хӗрлӗшур.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев