Çăнăх çине тăвар, кардамон, разрыхлитель тата ванилин хушса пăтраштармалла
Çăмарта шуррине лăкаса кăпăклантармалла. Çăмарта сарри çине сахăр песокӗ хушмалла та лайăх пăтраштармалла, унтан çемçе услам çу хушмалла. Туранă улма-çырла, çăнăхăн виççӗмӗш пайне хушса пăтраштармалла. Унтан сӗт, çăмарта шуррине, юлнă çăнăха пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хушса чуста çăрмалла. Хатӗр чустана çуланă кекс пӗçермелли е урăх форма çине хумалла та хатӗр пуличчен пӗçермелле (хатӗр пулнине çинçе йывăç патакпа шăтарса пăхса пӗлме пулать: енчен те патак чиксе кăларсан типӗ-тӗк, кулич хатӗр). Хатӗр куличе кам мӗнле пӗлет, çапла илемлетмелле.
350 г çăнăх, 150 г сӗт, 150 г сахăр песокӗ, 125 г услам çу, 4 çăмарта шурри, 5 çăмарта сарри, 2 чей кашăкӗ разрыхлитель, 1 чей кашăкӗ ваниль сахăрӗ, çур чей кашăкӗ тăвар, çур чей кашăкӗ кардамон, çур стакан типӗтнӗ улма-çырла кирлӗ.
МĂНКУН – ШУРĂ ШОКОЛАДПА ТАТА СГУЩЕНКĂПА
Шурă шоколада вакласа кӗленче савăт çине хумалла та микроволновкăна лартса ирӗлтермелле. Тăпăрч тата сгущенка хушса блендерпа пăтраштармалла. Кăмăл пулсан типӗтнӗ улма-çырла е цукат хушма юрать. Хутăша пасочница çине тултарса темиçе сехетлӗхе пусарса хумалла. Кайран илемлетмелле.
100 г шурă шоколад, 400 г тăпăрч, 200 г сгущенка, типӗтнӗ улма-çырла е цукат кирлӗ.
Нет комментариев