Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Культура.РФ» чăваш спектаклӗ кăтартать

Майăн 29-мӗшӗнче, çитес юнкун, 18.30 минутра «Культура.РФ» порталта К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Валентин Распутинăн «Последний срок» повеçӗ тăрăх лартнă «Анне» спектакле онлайн кăтаратаççӗ


Майăн 29-мӗшӗнче, çитес юнкун, 18.30 минутра «Культура.РФ» порталта К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Валентин Распутинăн «Последний срок» повеçӗ тăрăх лартнă «Анне» спектакле онлайн кăтаратаççӗ

Трансляцие «Культура» нацпроектăн «Цифровая культура» проекчӗпе ирттереççӗ. 
«Анне» спектакле иртнӗ кӗркунне Алексей Герасимов лартнă, художникӗ Евгений Аввакумов, вырăсларан чăвала куараканӗ паллă писательница, журналист Ольга Тургай. Тӗп рольсенче театрăн паллă артисткисем, куракан юратакан РСФСР халăх артистчӗсем Нина Григорьева (Анна) тата Нина Яковлева (Мирониха). 

«Анне» — икӗ пайран тăракан драма. Сюжечӗпе вилӗм аллинчи Анна патне ачисем килеççӗ. Вӗсем тăван килӗнчен тахçанах тухса кайнă, амăшӗ патне сайра килсе çӳреççӗ. 

Юлашки çула ăсатма хатӗрленнӗ вăхăтра сасартăк Анна тăна кӗрет. Ачисене курсан хӗпӗртет вăл — çемье каллех пӗрле-çке, хăйӗн юратнă Танчори килни тата та савăнтарать ăна. 

Спектакле Анна монологӗсем вăйлатаççӗ. Амăшӗн сăмахӗсенче — ӗмӗрсен ăслăлăхӗ те, пурнăç философийӗ те. 
Постановкăра юмор та пур. Икӗ юлташăн Аннăпа Мирониха пӗр-пӗрне шӳтле-шӳтле тӗртсе илнине кулмасăр итлеймӗн. 
«Анне» — Чăваш драмтеатрӗн репертуарӗнчи и лайăх спектакльсенчен пӗри. Вăл ăслă та, çутă та, тарăн шухăшлă та, пысăк пӗлтерӗшлӗ те. 

Сăнӳкерчӗк culture.cap.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театр