Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кун пеккине Кольск çурутравӗ курман-ха

Май уйăхӗн 11-мӗшӗнче Мурманск хулинче «Чувашское Заполярье» чăваш халăх пултарулăхӗн фестивалӗ пулать.

Мурманск чăвашӗсен вăхăчӗ çак кунсенче хӗрӳ. Вӗсем пуçласа ку тăрăхра чăваш уявӗ ирттерме хатӗрленеççӗ. Май уйăхӗн 11-мӗшӗнче кунта «Чувашское Заполярье» чăваш халăх пултарулăхӗн фестивалӗ пулать. Сăмах май, йӗркелӳçисенчен пӗри пирӗн ентеш, Тутарстан чăвашӗ, Мурманскри «Акатуй» ансамблӗн ертӳçи Дина Агеева.

Йӗркелӳ ӗçӗсемпе ăшталаннă вăхăтра «Акатуй» ансамблӗн пысăк савăнăçӗ те пур, тинех вӗсем валли хӗллехи тум çӗлесе пӗтернӗ иккен. Çурçӗр тăрăхӗнче ăшă тумсăр ниепле те май çук. Хальхи вăхăтра чăвашсен хӗллехи тумне çӗлесси пысăк йывăрлăх пулнине, Шупашкарти пӗр фабрика-ателье те çак ӗçе пуçăнманнине пăшăрханса пӗлтернӗччӗ ентешӗмӗр. Çапах та ыйтăва татса панах ав, Мурманск хулинчех ансамбль валли хӗллехи тум çӗлекен тупăннă. Малашне кунти чăвашсен тумӗ урамра иртекен уявсенче ытти наци представителӗсем пекех илемлӗ те килӗшӳллӗ пулӗ. Чăвашсен хӗллехи тумне Кольск çурутравӗ кăна мар, Чăваш Ен хăй те курман-ха хальччен. (Д. Агеева сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России