Кун уяр та ăшă – кӗркунне вăраха тăсăлать
• Авăн уйăхӗн 15-мӗшӗ – Мамонт-Овчарник, Федот тата Руфина. Турра сурăхсем аван ӗрчеччӗр тесе кӗлтумалла. Çак кун сӗт ӗçме, унран тӗрлӗ апат хатӗрлеме юрамасть. Çак кун çуралнă ача аслă ӳсӗме çитсен питӗ телейлӗ пулать.
• Авăн уйăхӗн 16-мӗшӗ – Василиса. Çак кун çумăр çăвать-тӗк эрнипех йӗпе-сапа пулӗ. Ку кун çуралнă çын мăнкăмăллă, чыса юратать, хăйӗн тӗллевне пурнăçлас тесе вăйне те, вăхăтне те шеллемест. Вăрманта йӗкел нумай пулни хӗл хаяр пулмасса пӗлтерет.
• Авăн уйăхӗн 17-мӗшӗ – Лука. Сухан хуппи нумай сийлӗ-тӗк – хӗлле сивӗ пулать. Катрам пӗлӗтсем – кӗçех сивӗтессе. Çак кун укçа кивçен илмеççӗ.
• Авăн уйăхӗн 18-мӗшӗ – Елизавета тата Захарий. Ир çинчен пӗлӗтсем хӗрлӗн курăнаççӗ-тӗк – çумăра. Çак кун пултаруллă çынсем, тӗпчевçӗсем çуралаççӗ.
• Авăн уйăхӗн 19-мӗшӗ – Михаил. Кун уяр та ăшă – кӗркунне вăраха тăсăлать. Чăрăш çинче йӗкел сахал-тăк – хӗл ăшă та кӗске пулӗ.
• Авăн уйăхӗн 20-мӗшӗ – Созонт. Хыр-чăрăшăн йӗкелӗсем аялта йышлă – хӗл хăвăрт ларасса тата сивӗ пуласса. Çак кун çуралнисен сиплес ăсталăх пур, анчах пурте тухтăр профессине суйламаççӗ вӗсем.
• Авăн уйăхӗн 21-мӗшӗ – Турă Амăшӗ çуралнă кун. Çанталăк мӗнле – кӗркунне те тӗпрен илсен çапла пулать. Çак кун çуралнисен сисӗмӗ вăйлă, çӗннине пӗлме юратаççӗ. Ал ӗç тума, алла йӗппе çип тытма юрамасть.
В.Александрова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев