Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кунта асли – апельсин

Турцири Анталья провинцийӗнчи Финике хулинче апельсин фестивалӗ.

Турцири Анталья провинцийӗнчи Финике хули акă ӗнтӗ виççӗмӗш çул çулталăкра пӗрре сарăрах хӗрлӗ тӗс ăшне путать. Халăхсем хушшинчи апельсин фестивалӗ иртет иккен кунта. Хальхинче ăстасем 50 тонна апельсинран гитара, карап, панда, автомобиль, паровоз, авалхи театр çурчӗ, патшалăх ялавӗ,  пӗтӗмпе 12 пысăк тата 20 яхăн пӗчӗк скульптура ăсталарӗç, хулана çав вăхăтра мӗнле тутлă шăршă сарăлнине сăмахпа каласа пама çук, тесе пӗлтерет «Анадолу» ИА.

Финике муниципалитечӗн ертӳçи Каан Осман Сарыоглу каланă тăрăх, кунти апельсина çӳхе хупăллă, тутлă шăршлă тата пылак пулнишӗнех халăх кăмăллать. Сăмах май, эпир те Финике çимӗçне çиетпӗр.  Апельсина Раççее  шăпах кунтан кӳреççӗ тата Украинăна, Германие ăсатаççӗ. Хӗвеле аса илтерекен пылак çимӗç кунта 3 пин гектарта ӳсет, çулталăкне 200 пине яхăн тухăç илеççӗ (Турци апельсинӗн пӗтӗмӗшле тухăçӗн 18 проценчӗ ку). Фестиваль хыççăн та апельсин сая каймасть иккен, скульптурăсем ăсталама усă курнисене сӗткен тума яраççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: В мире