Кунта пурте хамăрăн! Хусансем ӗнер Юрий Суходольскийӗн çӗнӗ фильмӗпе паллашрӗç
«Кунта пурте хамăрăн» – çакăн пек ят панă хăйӗн лирикăлла комедине Раççей режиссерӗ Юрий Суходольский. Ӗнер, сентябрӗн 6-мӗшӗнче, «Мир» кинотеатрта Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ шайӗнче унăн хăтлавӗ иртрӗ.
«Кунта пурте хамăрăн» – çакăн пек ят панă хăйӗн лирикăлла комедине Раççей режиссерӗ Юрий Суходольский. Ӗнер, сентябрӗн 6-мӗшӗнче, «Мир» кинотеатрта Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ шайӗнче унăн хăтлавӗ иртрӗ.
Хусансем кинокартинăна питӗ ăшшăн йышăнчӗç. Кино авторӗсем кашни çыннăн пурнăçӗнче пулакан япаласене, мăшăрсен, ашшӗ-амăшпе ачисен, аслисемпе ваттисен хутшăнăвӗсене тӗп тимлӗхе илнӗ. Хутшăнусенчи кăткăслăхсене режиссер питӗ те ансат, ăнланмалла чӗлхепе кăтартса пама май тупнă.
Сюжет вырăс хӗрарăмӗпе серб арçыннин хутшăнăвӗсем тавра йӗркеленет. Вӗсем пӗрле нумай пулмасть кăна пурăнма тытăннă. Туй тăвиччен канма Таиланда кайса килме пуçтарăнаççӗ. Анчах лере темле чир тухнине пула Сочие кайма шутлаççӗ. Красная Поляна курортри пӗр хăна çуртне вырнаçаççӗ. Веç аван пулса пырать: пулас арăм хăйӗн малтанхи юратăвне тӗл пуличчен. Калас пулать, серб арçыннин пӗрремӗш мăшăрлануран çитӗннӗ хӗрӗ пур. Ольгăн ӗнерхи савнийӗ вара канма ывăлӗпе пӗрле килнӗ. Çамрăксем, паллах, пӗр-пӗрне куç хываççӗ. Çакăнтан пуçланаççӗ те камитлӗ ӗç-пуçсем.
Тӗп рольсене Даниэль Ковачевич (Серби çынни), Ольга Калашникова, Денис Семенихин, Мария Щербакова выляççӗ. Эпизодра ӳкерӗннӗ Татьяна Орловапа Борис Щербаков кинокартинăна хăйсен актерла ăсталăхӗпе питӗ пуянлатнă.
Комеди жанрӗпе ӳкернӗ пулин те автор картинăра питӗ те кирлӗ ыйтусене хускатнă, çав шутра халăхсен хутшăнăвӗсене те. Туслăхран хакли ним те çуккине уçса пама тăрăшнă режиссер. Даниэльпа Денисăн персонажӗсем шăпах çак задачăна пурнăçланă та.
Кинона пăхнă хыççăн фильмăн съемка ушкăнӗпе творчествăлла тӗлпулу иртрӗ. Хусансемпе тӗлпулăва Юрий Суходольский, Ольга Калашникова, Даниэль Ковачевич, Денис Семенихин килчӗç.
Куракансем енчен питӗ нумай ырă сăмах илтрӗç вӗсем.
Юрий Суходольский пӗлтернӗ тăрăх, кинона вӗсем йăлтах хăйсен шучӗпе ӳкернӗ. Сăмах май, режиссер сценарие те хăйех çырнă. «Кăткăс задача тăчӗ пирӗн умра: комедисем миллионӗпе, анчах тытăмӗ, шухăшӗ çукрах. Хамăн хăш-пӗр шухăшсене, курăма куракан патне çитересси чи кирличчӗ маншăн, – терӗ режиссер залра ларакансен ыйтăвне хуравласа. – Тӗп тӗллев – актерла кино ӳкересси, вӗсен ӗçне кăтартассиччӗ. Ку вара çăмăл мар. Экран çине тата çӗнӗ сăнсене кăларас килчӗ. Ольга Калашникова та акă пӗрремӗш хут комедилле рольте вылярӗ. Тӗрӗсспе, актерсем пурте лайăх, хăйсен ролӗпе килӗшӳллӗ».
Даниэль Ковачевич, Ольга Калашникова Денис Семенихин – кашни кинора ӳкерӗнни çинчен каласа пачӗç, интереслӗ самантсемпе пулăмсене аса илчӗç.
Тӗплӗнрех материалпа каярах «Сувар» хаçатра паллашма пулӗ.
Сăнӳкерчӗксем авторăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев