Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Курск облаçӗнче пурăнакансене Тутарстана эвакуаципе кӳнӗ

Тутарстана Курск облаçӗнче пурнакан 20 çынна эвакуаципе илсе килнӗ. Тӗпрен илсен çак йышра ваттисем тата хăйсем тӗллӗн çӳреймен çынсем. Çакăн пирки Раççей МЧСӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Эвакуаципе килекенсене Самарăран Тутарстана пуйăсăн ятарлă составӗпе кӳнӗ.

МЧС ӗçченӗсем эвакуаципе килнисене Лениногорск тата Нурлат районӗсенче вырнаçнă ятарлă учрежденисене çитерме пулăшнă.

Маларах Курск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлаканӗн пресс-секретарӗ Ирина Толмачева пӗлтернӗ тăрăх, Раççейӗн 24 регионӗнче çынсене вăхăтлăха йышăнакан 171 пункт ӗçлет. Унта Курск облаçӗнчен эвакуациленӗ 10 пине яхăн çынна (çав шутран 3 пинӗ ачасем) вырнаçтарнă. Паянхи кун тӗлне вара асăннă регионтан 121 пин ытла çынна эвакуацилени паллă.

 

Сăнӳкерчӗк Раççей МЧСӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев