Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кушаксем çинчен вулама юратакансем валли – çӗнӗ кӗнеке

Кушаксем çинчен вулама юратакан ачасем валли çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче Римма Прокопьеван «Пӗчӗкки» ятлă кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Унăн алçырăвӗ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ. Ӳнерçи – Татьяна Бурдина, редакторӗ – Ольга Иванова. Тиражӗ – 1000 экземпляр.

Калăпăшӗпе кӗнеке пысăках та мар. Пӗчӗк хуранăн пăтти тутлă тенӗ пек, ăна алла тытатăн та – илемлӗх тӗнчине пуçӗпех путатăн. Улттăмӗш класра вӗренекен Сентти ашшӗ-амăшӗпе, Телей ятлă пиччӗшӗпе тата Салампи аппăшӗпе хулара пурăнать, тăтăшах яла çӳрет. Туслă çемьене кӗтмен çӗртен Пӗчӗкки иленет. Шăпах çапла ят параççӗ килтисем Телей тупса килнӗ кушак çурине.

«Пӗчӗкки вăл – кушак çури, питӗ хитрескер тата лайăхскер. Эпир ăна пурте юрататпăр. Ăмăртмалла тенӗ пек: кам тутлăрах çитерет, кам ытларах ачашлать… Вăл пирӗн çемьене килсе кӗни те питӗ тӗлӗнмелле пулса тухрӗ…» – тенӗ повеçре.

Малалла мӗн пулнине пӗлес тесен вара хайлава тишкермелле. Сентти пӗтӗмпех йӗркипе каласа парӗ. Сисӗмлӗ вулакан тӗп сăнарпа пӗрле пăшăрханмасăр тӳсеймӗ, паллах. Чи пӗлтерӗшли – ырра шанмалла, ытлашшипех кулянса ӳкмелле мар. Сенттин амăшӗ шăп çакна вӗрентет.

Вулакансене авторпа та çывăхрах паллаштарар. Римма Поликарповна Прокопьева (Гурьянова) 1967 çулхи чӳк уйăхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ваçликасси ялӗнче çуралнă. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчен вӗренсе тухсан чăваш литератури кафедринче ӗçлеме юлнă. 1990 – 1992 çулсенче Чӗмпӗр облаçӗнчи Синкӗл педучилищинче чăваш чӗлхипе ача-пăча литературине вӗрентнӗ. Ун хыççăн «Хыпар» хаçатăн наци политикипе культура пайӗн корреспонденчӗ пулнă, «Тантăш» хаçатра, «Самант», «Халăх шкулӗ» журналсенче вăй хунă.

Римма Прокопьевăн сăввисем «Хатӗр пул» («Çилçунат») журналта, «Аван-и?», «Хыпар» хаçатсенче, «Çӳл тӳпере çич çăлтăр» сборникра (1996), «Чăваш литературин антологийӗнче» (Поэзи) пичетленнӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Пӗртен-пӗр юр пӗрчи» (2015), «Сар хӗвел хӗрелсен» (2018) кăларăмӗсем кун çути курнă. Ку кӗнекесен алçырăвӗсем ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсӗсенче çӗнтернӗ (2014, 2017).

Римма Поликарповнăна çырма тӗлӗнӳ хавхалантарать. «Вăл чӗрене ыраттарать та-ха, алла ручка тытма хистет. Эп çырни чи малтанах хамшăн интереслӗ пулмалла. Тӗлӗнӳ çук пулсан эп ларса çырмастăп та», – тет çыравçă-журналист. Литература уншăн – сăмаха ӗмӗрлӗхе куçарни.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чувашские писатели