Кӑвак шарфлӑ хастарсем килсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Кӑвак шарфлӑ хастарсем килсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ

Халӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн 9 сехет иртсен, миллиона яхӑн ҫын онлайн-перкпиче хутшӑнни паллӑ пулнӑ

Патшалӑх услугисен порталенче ҫынсем хӑйсем ҫинчен ноябрӗн 8-мӗшӗччен ҫак меслетпе пӗлтерме пултараҫҫӗ. 

Ҫырав кампанийӗ ноябрӗн 14-мӗшӗччен иртет, ҫӗршывӑн ҫитме йывӑр районӗсенче – декабрӗн 20-мӗшӗччен. Юлашки эрнере переписчиксем контрольлӗ обход тӑвӗҫ.

Тутарстанра паянхи куна 116 пин чӑваш пурӑнать. Интернетпа туслисем ҫырава телефон урлӑ кӗрсе хутшӑнаҫҫӗ. Кӑвак шарфлӑ переписчиксем те килсем тӑрӑх ҫӳреме пуҫланӑ.

 


Нет комментариев